| 10029 | Ӗҫ вӑл ӗҫчене юратать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10030 | Ӗҫ вӑл пурнӑҫ илемӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10031 | Ӗҫ вӑл пурнӑҫ тыткӑҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10032 | Ӗҫ вӑрҫмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10033 | Ӗҫ вӑрҫтарать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10034 | Ӗҫ веремере, ӗҫле те хуна валли тупӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10035 | Ӗҫ вилсен те виҫ кунлӑх юлать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10036 | Ӗҫ выльӑхӗ улӑм ҫинче, ахаль тӑран сӗлӗ ҫинче. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10037 | Ӗҫ ӗретне пӗлсе ӗҫле. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10038 | Ӗҫ ӗҫлемесӗр ӳсӗнмест теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10039 | Ӗҫ ӗҫлесси хӑяккӑн выртасси мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10040 | Ӗҫ ӗҫлесси шӑл йӗресси мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10041 | Ӗҫ йывӑр пулсассӑн та ыйӑх тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10042 | Ӗҫ кайӑк мар, вӗҫсе тарас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10043 | Ӗҫ кахала юратмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10044 | Ӗҫ лаши улӑм ҫиет, туй лаши тулӑ ҫиет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10045 | Ӗҫ паракан ҫиме те парать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10046 | Ӗҫ пӗлмен ҫын ӗне хӳрине те тӑмасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10047 | Ӗҫ пӗлмен ҫын пурнӑҫ тума та пӗлеймест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10048 | Ӗҫ пӗрле поличчен ҫӑва пӗрле пултӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10049 | Ӗҫ пулмасан ӗнерхи ӗҫе сӳтсе яв теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10050 | Ӗҫ пулсан пурӑнма пулать вара теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10051 | Ӗҫ пулсан телей те пур. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10052 | Ӗҫ пулсан укҫа та пулӗ, ӗҫ ҫук пулсан укҫа та ҫук пулӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10053 | Ӗҫ пурӑнма вӗрентет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10054 | Ӗҫ пуррин ҫиме те пур, ӗҫме те пур теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10056 | Ӗҫ пуҫлама вӑхӑтне пӗлес пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10057 | Ӗҫ пуҫласси кун тиркет, авланасси юн тиркет тенӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10058 | Ӗҫ пуҫласси ҫын тиркет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10059 | Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10060 | Ӗҫ ҫине ӗҫ тупӑнсах тӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10061 | Ӗҫ ҫинче вилес карчӑк та ҫӗкленнӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10062 | Ӗҫ ҫинче кут хыҫма та вӑхӑт ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10063 | Ӗҫ ҫук енне калаҫса ларни те ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10064 | Ӗҫ ҫукран ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10065 | Ӗҫ ҫынна илем кӳрет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10066 | Ӗҫ ҫынна мухтава кӑларать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10067 | Ӗҫ ҫынна тӑрантарать, юлхав выҫӑхтарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10068 | Ӗҫ ҫырла мар, ҫӗре тӑкӑнмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10069 | Ӗҫ такама та йӗркене кӗртет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10070 | Ӗҫ тӑвасси ӗҫсе ларасси мар теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10071 | Ӗҫ тӑвасси ҫывӑрса выртасси мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10074 | Ӗҫ тӑрантарать те, тӑхӑнтарать те. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10072 | Ӗҫ тӑрантарать, кахал выҫтарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10073 | Ӗҫ тӑрантарать, кахал пӑсать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10075 | Ӗҫ тумасӑр хӗҫ те сулӑнмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10076 | Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫма ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10077 | Ӗҫ тунипе ал пӗтмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10078 | Ӗҫ тутине ӗҫлекен пӗлет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10079 | Ӗҫ тухӑҫлӑхне хӑпартасси мӑйӑр катасси мар теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |